You are on page 1of 1

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Перейти к навигацииПерейти к поиску


Курт чĕлхи (‫كوردی‬, Kurdî) — индоевропа челхисен çемйин иран чĕлхисен анăç иран ушкăн
айĕнчи чĕлхе. Курт халăхĕн чĕлхи, официаллă мар Куртистанра сарăлнă.

Чĕлхе темиçе пайа уйрăлса саланчĕ (йăлаллă диалект теççĕ): курманджи (çурçĕр курт),
сорани (тĕп курт), зазаки, горани (гурани), лаки. Фонетикăри тата тымарĕн тытăмĕ
енчен уйрăмлăхĕсем нумаях мар, çапах морфологийĕпе урăхла пулаççĕ, çавăнпа та
чĕлхен тĕрлĕ диалекчĕсемпе пуплекен халăхсем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ.

Халĕ «курт чĕлхин» виçĕ диалекчĕне (чĕлхене) палăртаççĕ:

курманджи, е çурçĕр курт (СССР, Ирак, Турци, Сири);


сорани, е тĕп курт (тухăç Ирак, Иран);
келхури, е кăнтăр курт (кăнтăр-тухăç Ирак, анăç Иран).
Ытти диалекчĕсем — (зазаки е кырманчки (курманджи мар!), горани тата ыттисем),
калаçакан çыннисем хăйсене куртсем тесен те, лингвистика енчен чĕлхисем хăй тĕллĕ
шутланаççĕ. Тепĕр енчен, езидсем тĕнпе куртсемпе пĕр тĕслĕ пулмасан та, çапах езид
чĕлхи — курманджи диалекчĕ.

Тупмалли
1 Истори
2 Çыруллăхĕ
2.1 Фонологи хаклавĕсем
3 Вуламалли
4 Каçăсем
Истори
Курт чĕлхи миди чĕлхинчен пулса тухнă. Вăтам ĕмĕрсенче перси тата арап чĕлхисен
сĕмне лекет. Çаплах чĕлхере турккă сăмахĕсем те пур.

Çыруллăхĕ
Тĕп статьйи — Курт çырулăхĕ

Синтаксис енĕпе курт чĕлхи эргативлă йĕркеллĕ шутланать.

Хăйсен ĕмĕрĕнче куртсем арап алфавичĕпе усă курнă. 1920—1930-мĕш çулсенче Турципе
СССР-та латтинлатнă курт алфавичĕсене туса хунă. 1946 çулта совет курчесен
алфавитне кириллицăна куçарнă.Иракпа Иранра халиччен те курт халăхĕ арап
çыруллăхĕпе усă курать.

Халĕ Турцире курт чĕлхипе калаçнăшăн ытлах юратмаççĕ, курт латиницине кансĕрлеççĕ,
куртсене хăйсен ячĕсене курт латиниципе çырма чараççĕ.

Юлашки вăхăтра совет курчĕсем пуре те тенĕ пекех латиница çине куçрĕç. Çак ыйтăвах
пĕрмаях Ирак Куртистанĕнче çĕклеççĕ, çапах та пурнăçра çак ĕç пĕр вырăнтах тăрать.
Сирире вара куртсем латин алфавичĕпе анлăнах усă кураççĕ.

You might also like